Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗнӗ Ӳсел

Персона
Лидия Филиппова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Лидия Филиппова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш Енри литераторсем Николай Полоруссов (Шелепин) вил тӑпри ҫинче пулнӑ. Поэт ҫуралнӑранпа 145 ҫул ҫитнине асра тытса Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи 1-мӗш масар ҫинче ӗмӗрлӗх канӑҫа тупнӑ вӑл. Унта ҫитнӗ май ҫыравҫӑсем ытти писатель вил тӑпри патӗнче те чарӑнса тӑнӑ. Кун пирки Лидия Филиппова журналист тата публицист «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

Николай Полоруссов (Шелепи) 1881 ҫулхи май уйӑхӗн 14 (26)-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Чистай уесӗнчи (халӗ Тутарстанри Аксу районне кӗрет) Ҫӗнӗ Ӳселте ҫуралнӑ. 1891-1895 ҫулсенче Мӑкшӑелӗнчи пуҫламӑш шкулта вӗреннӗ.

Раҫҫейри пӗрремӗш революцие путарсан Ҫӗпӗре тухса кайнӑ, чукун ҫул ҫинче рабочире ӗҫленӗ. 1908 ҫулта Красноярска ылтӑн приискӗн кантурне куҫнӑ, икӗ ҫултан каллех хресчен ӗҫӗпе пурӑнма тытӑннӑ. 1914 ҫулта тӑван ялне таврӑнса учительте ӗҫленӗ.

Октябрьти революци хыҫҫӑн ӑна ялти чухӑнсен комитечӗн пуҫлӑхне суйланӑ, вӑл ял совечӗн секретарӗ пулнӑ.

1922 ҫулта Шупашкара куҫса кайнӑ, литература ӗҫне кӳлӗннӗ. 1931 ҫулта суккӑрланнӑ. 1936 ҫулта ӑна Чӑваш халӑх поэчӗ ятне, икӗ ҫултан «Хисеп палли» орден панӑ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall270168791_3150
 

Персона

Ыран, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Николай Полоруссов-Шелепи ҫуралнӑранпа 145 ҫул ҫитнине халалланӑ литературӑпа музыка каҫӗ иртӗ. Унта кирек кам та кайса курма пултарать.

Николай Полоруссов-Шелепи Хусан кӗпӗрнинчи Ҫӗнӗ Ӳсел ялӗнче ҫуралнӑ.

Шкулта 5 ҫул ҫеҫ вӗреннӗ ҫамрӑка Николай Ашмарин тюрколог халӑх сӑмахлӑхне, юррине пухма ыйтнӑ. Сӑвӑҫ ӑсталӑхне туптама ялти учитель Александр Кузьмин пулӑшнӑ. Полоруссов-Шелепи пӗр вӑхӑт Ҫӗпӗрте ӗҫлесе пурӑннӑ. 1922-мӗш ҫулта вӑл Шупашкара куҫса килнӗ. Тутар писателӗсен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Чӑваш халӑх поэчӗ ята ӑна 1936-мӗш ҫулта панӑ.

Ҫыравҫӑ 1945-мӗш ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ӑна Шупашкарти Богдан Хмельницки урамӗнчи масарта пытарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-211725618_3295
 

Культура

Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Николай Шелепи ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитнӗ май астӑвӑм каҫӗ иртӗ. Ҫав кунах «Ҫӗнтерӳ юрри» курав уҫӑлӗ. Ӑна поэтӑн архивӗнчи кӗнекесенчен, сӑнӳкерчӗксенчен, документсенчен йӗркелӗҫ.

Николай Шелепи Тутарстан Республикин Аксу районӗнчи Ҫӗнӗ Ӳселте 1881 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Литература вучахне вӑл 1905-1907-мӗш ҫулсенче чӗртсе янӑ. «Ҫӗлен» ятлӑ аллегорилле сӑвви 1907-мӗш ҫулта «Хыпар» хаҫатра кун ҫути курнӑ. Цензура тытса чарасран сӑвва «Тав» ятпа пичетленӗ. Каярах Шелепи «Ваҫанкка», «Ҫарӑмҫанпа Хӑнтӑрҫа» поэмӑсем, «Константинополь хулине туни ҫинчен чӑваш ваттисем калани» сӑвӑ ҫырнӑ. Сатирӑллӑ хайлавсемпе пӗрлех ҫар темипе те шӑрҫаланӑ, ачасем валли те калӑпланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgign.ru/a/news/3965.html
 

Культура

Тутарстанри Аксура чӑвашсен Уявне ирттернине эпир пӗлтернӗччӗ. Унта хутшӑннӑ тӗрлӗ фольклор коллективӗпе пултарулӑх ушкӑнӗнчен пӗри — Николай Полоруссов-Шелепи ялӗнчи фольклор коллективӗ.

Чӗмпӗрти «Канаш» хаҫатра ӗҫлекен Елена Алексеева журналист ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, пултарулӑх ушкӑнне, сӑмах май, Еленӑн амӑшӗ Валентина Селиванова (вӑл фельдшерта ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ) та ҫӳрет. Фольклор коллективӗ учительсенчен, библиотекарьпе пенсионерсенчен, кил хуҫи арӑмӗсенчен тӑрать иккен. Ушкӑн ертӳҫи — маларах асӑннӑ ял клубӗн ертӳҫи, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Тамара Андреева (Левукова). Ҫамрӑксен «Шурӑ ҫӑл» ушкӑнне 10 ҫын ҫӳрет, аслисен «Хамӑр ял» ушкӑнне — 7-ӗн, ҫав шутра — 3 арҫын.

 

Персона

Вӑрмар районӗнчи ял тӑрӑхӗсен пӗрлехи тӗп вулавӑш «Чӑваш поэзийӗн улӑпӗ» портрет-курава йыхравлать.

Николай Полоруссов-Шелепи ҫуралнӑранпа паян 135 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна халалланӑ та вулавӑш ӗҫченӗсем черетлӗ курава. Н. Шелепи 1881 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Тутарстанӑн Аксу районне кӗрекен Ҫӗнӗ Ӳсӗл ялӗнче ҫуралнӑ. 1945 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче ҫӗре кӗнӗ.

Чӑваш ҫыравҫисенчен Полоруссов-Шелепи чи малтан (1936-мӗш ҫулта) халӑх поэчӗ ята тивӗҫнӗ, ордена та чи малтан илнӗ — тепӗр виҫӗ ҫултан, 1939-мӗшӗнче, ӑна «Хисеп Палли»-пе чысланӑ.

Пӗрремӗш сӑввине «Хыпар» хаҫатра пичетленӗ. 1926 ҫултанпа вӑл пуҫӗпех литературӑна путать: сатирӑлла сӑвӑсем, ҫар темиллӗ сӑвӑсем, ача-пӑча валли хайлавсем ҫырать.

 

Персона Николай Шелепи ҫыравҫӑ
Николай Шелепи ҫыравҫӑ

Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Чӑваш Енӗн халӑх поэчӗ Николай Шелепи ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвӗҫ. Ун ячӗпе 14 сехетре литература каҫӗ иртмелле.

Николай Шелепи Тутарстан Республикин Аксу районӗнчи Ҫӗнӗ Ӳселте хресчен кил-йышӗнче 135 ҫул каялла, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ҫуралнӑ. Литература вучахне вӑл 1905-1907-мӗш ҫулсенче чӗртсе янӑ. «Ҫӗлен» ятлӑ аллегорилле сӑвви 1907-мӗш ҫулта «Хыпар» хаҫатра кун ҫути курнӑ. Цензура тытса чарасран сӑвва «Тав» ятпа пичетленӗ. Каярах Шелепи «Ваҫанкка», «Ҫарӑмҫанпа Хӑнтӑрҫа» поэмӑсем, «Константинополь хулине туни ҫинчен чӑваш ваттисем калани» сӑвӑ ҫырать. Сатирӑлла хайлавсемпе пӗрлех ҫар темипе те шӑрҫалать, ачасем валли те калӑплать. Тутар ҫыравҫисен хайлавӗсене чӑвашла куҫарать, тутарла та хӑй ҫырать.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне тухӑҫлӑ пулӗ. Йышӑнусем хӑвӑрт тӑватӑр, кӑткӑс лару-тӑруран та тухатӑр, уйрӑмах — харпӑр пурнӑҫра. Хӑюлӑха, иккӗленӳсӗр ӗҫлеме пӗлнине кӑтартатӑр. Эрне пуҫламӑшӗнче сывлӑха тимлӗх уйӑрмалла, ытлашши ӗҫлемелле мар.

Ҫу, 15

1881
145
Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ.
1890
136
Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1917
109
Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ.
1928
98
Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1956
70
Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ.
1988
38
Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та